Книга вышла в свет! «Десять деревень. Звезды над Большой Булой» кĕнеке çутă кун курчĕ. Вăл ЧР Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи вунă ял çинчен каласа кăтартать. Вĕсем: Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал, Исемпел, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Сăрьел, Энтепе, Çĕнĕ Арланкасси тата Кивĕ Арланкасси ялĕсем. Ялсен историне, тавралăх çинчен каланисене, паллă çынсен кĕске биографийĕсене кĕртнĕ. Аслă Пăла тăрăхĕ çинчен каласа кăтартакан энциклопеди пуçламăшĕ тесе хаклама пулать пулĕ. Кĕнеке хытă хуплашкаллă, А-4 формат, 304 страница, вырăсла тата чăвашла çырнă, хурапа шурă тĕслĕ фотосемпе тата иллюстрацисемпе усă курнă. Вышла в свет книга «Десять деревень. Звезды над Большой Булой». Она рассказывает о д