«...СЦЕНА çинче сенкер кĕпеллĕ хĕр, çинçе пилĕклĕ те çỹллĕскер. Хумлă-хумлă çỹçĕ ылтăн евĕр йăлтăртатать. Сăн-питĕнче юмахри вутăшăнни пек темĕнле асамлăх. Кăштах гримланă пулин те, ăна çăмăллăнах палласа илме пулать. Капитолина Никитична, шкулти хĕрсен хорне ертсе пыракан учительница. Хăй, чăнах та, илемлĕ ĕнтĕ. Вăл, Шăмăршă тăрăхĕнче ỹснĕскер, унта сĕм вăрмансемпе чечеклĕ уçланкăсен илемлĕхĕпе асамлăхне хăй çине илнĕ тейĕн, куракансен кăмăлне илĕртсе тăрать. Чĕмпĕр шкулĕнче ăна аван пĕлеççĕ. Вăл сахал мар каччă чун-чĕрине вут-çулăм хыптарнă. Халĕ те ав хыçалти ретсенчи çамрăксем хушшинчен ассăн-ассăн сывлани илтĕнет. Сăн-пỹ илемĕ çумне этемĕн тăрă çăл куçĕ пек тапса тăракан пултарулăхне хушсан вăл вара ытармалла марах пулса тăрать. Капитолинăнакурсан шкулти çамрăк художниксен те чĕрисем кăлт-кăлт сикме пуçлаççĕ. Вĕсем васкавлăн кăранташпа блокнот туртса кăлараççĕ, хĕрĕн ытарми сăнне ỹкерме тытăнаççĕ...» - çапла илемлĕн çырса кăтартнă паллă чăваш писателĕ тата журналисчĕ Иван Ахрат «Шурăмпуç килсен» кĕнекере К.Н.Эсливанова çинчен.
Кам-ха вăл Капитолина Эсливанова тата çыравçă мĕншĕн унăн илемне Шăмăршă вăрманĕпе, чечеклĕ уçланкăпа танлаштарать?
Капитолина Никитична Эсливанова 1893 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕрекен Шăмăршă вулăсĕнче, вăрман варринчи «Тюкинский» картунта çуралнă. «Тĕкĕ картунĕ», - тенĕ лесник пурăнакан çак çурта шăмăршăсем. Халĕ те çаплах калаççĕ.
Эсливановсен йăхĕ хальхи Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Ишлĕ ялĕнчен тухнă. Никита Эсливанов патша çарĕнче матрос пулнă, тинĕсре ишсе ывăннă хыççăн чунĕ каллех çут çанталăк илемлĕхĕ патне туртнă. Вара вăл Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнчи Тĕкĕ картунне лесник пулса ĕçлеме вырнаçать. Часах авланать, Чĕмпĕр енчи чипер хĕре Ольга Мартемьяновăна качча илет.
Мĕн ĕçленĕ-ха сĕм-сĕм вăрманта лесник арăмĕ? Паллах, йышлă выльăх- чĕрлĕх пăхнă, утарçă ĕçне хăнăхнă, пỹрт тулли ача-пăча (вĕсен тăхăр ача пулнă) çуратса кичем пурнăçа илемлетнĕ. Пушă вăхăтра вара юрă юрласа чунне кантарнă.
Шкул çулне çитсен Эсливановсен ачисем Шăмăршăра мар, Матак ялĕнчи шкулта пĕлỹ илме пуçланă. Ашшĕ вĕсене эрне пуçламăшĕнче лашапа леçсе янă та шăмат кун кайса илнĕ. Ачисем Ишлĕри çывăх тăванĕсем патĕнче хваттерте пурăннă.
Эсливановсем çемйипех юрлама юратнă. «Шăпчăксен çемйи», - тенĕ вăрман ĕçĕпе картуна килекенсем. Амăшĕ Капитолинăна та халăх юррисене юрлама вĕрентнĕ. Ашшĕ хут купăс тата балалайка каласа юрра тата та илемлĕрех тунă.
Матак шкулĕнче вĕреннĕ чухне Капитолинăн юрăç ăсталăхĕ ỹснĕçем ỹссе пынă. Шкулти чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнă май, ашшĕ ăна чăн-чăн юрăç пĕлĕвне пама ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпех Мухтав хучĕсемпе шкул пĕтернĕ хĕрне лаша çине лартса Чĕмпĕр хулине илсе каять. Кунта Капитолина экзаменсене лайăх тытса И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулĕ çумĕнчи хĕрарăмсен уйрăмне вĕренме кĕрет.
Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерсен пултаруллă хĕре Иван Яковлевич Яковлев вырăс чĕлхи тата музыка предмечĕсене вĕрентме ĕçе илет.
1913 çулта Чĕмпĕр хулинче М.И.Глинка композиторăн «Патшашăн хунă пурнăç» («Иван Сусанин») оперине лартаççĕ. Çак спектакльте тĕп рольсенчен пĕринче выляма Капитолина Эсливановăна шанаççĕ, вăл оперăра Антонида партине юрласа чапа тухать.Чăваш хĕрĕ çинчен Чĕмпĕрти тата Хусанти хаçатсенче пысăк статьясем пичетленсе тухаççĕ, журналистсем: «Капитолина Эсливанова пек чаплă юрăç тĕнчере пĕрре», - тесе мухтаççĕ.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тăрăшнă çулсенче Капитолина кунта учительте ĕçлекен Степан Максимовпа çывăх паллашать. Часах туслăх юратăва куçать, çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.
Сăмах май, каярахпа Степан Максимовичпа Капитолина Никитична 4 хĕр çуратса ỹстернĕ. Аслă хĕрĕ - Галина Степановна (1914-2004) - чăвашсен чи малтанхи профессиллĕ пианисчĕсенчен пĕри, Вера Степановна, Нина Степановна тата Зоя Степановна та музыкăна юратнипе палăрса тăнă.
Капитолина Никитичнăн йăмăкĕ - Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Антонина - Патăрьел районĕнчи Турхан ялне качча тухнă. Вăл - чăвашсен паллă композиторĕн Анатолий Петровăн амăшĕ.
Степан Максимовпа Капитолина Никитична Эсливанова-Максимова Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вун-вун çамрăка музыкăна тарăннăн ăнланма, юрăç ăсталăхне алла илме пулăшнă. Капитолина Никитичнăна Чĕмпĕр губернаторĕ ирттерекен балсене, хула уявĕсене, чаплă çынсен юбилейĕсене, дворянсен пухăвĕн çуртне ятарласах йыхравланă, унăн шăпчăкăнни пек илемлĕ сасси пурне те тыткăна илнĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулсенче Капитолина Никитична Мордва республикинче Вера хĕрĕ патĕнче пурăннă, кунти çар госпиталĕнче сипленекен совет салтакĕсемпе офицерсем валли концертсем йĕркелесе пурăнма хавхалантарнă.
Хăйĕн юлашки çулĕсене чăвашсен чи малтанхи опера юрăçи Мускаври хĕрĕсем патĕнче пурăнса ирттернĕ. Капитолина Никитична Эсливанова йывăр чирлесе 1979 çулхи майăн 16-мĕшĕнче вилет, ăна Мускав хулин масарне пытарнă.
Капитолина Никитичнăн аслă хĕрĕ Галина Степановна Максимова патне тепĕр хут таврăнар-ха. Вăл Мускавра Гнесинсен ячĕллĕ музыка училищи, каярахпа çак хуларах консерватори пĕтернĕ. «Мосэстрада» театрĕнче, Мускаври патшалăх консерваторийĕнче солистка тата концертмейстер пулса ĕçленĕ. СССР халăх артисчĕн Максим Дорми- донтович Михайловăн - пирĕн паллă ентешĕн - аккомпаниаторĕ пулнă. Балет артистне, тĕнчипех чапа тухнă Галина Улановăна та чăваш хĕрĕ пианино каласа ташлаттарать. Галина Степановна ют çĕр-шывсенче те - Канадăра, Англире, Финляндире, Египетра, Сирире, Ливанра, Чехословакире, Польшăра, Германире, Венгрире, Китайра - гастрольте пулнă.
1929 çултах вун пиллĕкри Галина Чăваш патшалăх хорĕпе пĕрле аккомпаниатор пулса концертсене хутшăнни те паллă. 1936 çулта çак хорпа Мускав Кремлĕнче концерт лартса панă. Чăваш хĕрĕ пианино каланине çĕр-шыв пуçлăхĕ И.В.Сталин савăнсах итленĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ,
таврапĕлỹçĕ.17
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев