Чӑваш наци радиовӗпе туслашнӑранпа чылай вӑхӑт иртрӗ. Кунта яланах хӑтлӑ та ӑшӑ. Ертӳҫисем ҫав тери пултаруллӑ, кӑмӑллӑскерсем. Нумай - нумай ҫӗннине пӗлме пулать. Мӗн чухлӗ ҫӗнӗрен ҫӗнӗ темӑсем шутласа кӑлараҫҫӗ, ниепле те айккинче юлаймӑн. Акӑ ӗнер, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Э саспаллипе усӑ курса сӑвӑ шӑрҫаласси пирки калаҫрӗҫ. Йышӑнса илсемӗр!
Этем ҫуралчӗ ҫӗр ҫине!
Эрешлесе ҫӳл тӳпене
Эх! Эх! Хӗвел тухать!
Этем ҫуралчӗ ҫӗр ҫине!
Эппин, Турра мухтав!
Эртел пуҫтарӑнчӗ киле
Эрне иртсен. Савса
Эрехетленчӗҫ хӑнасем.
Эмоци мӑй таран!
Эллада пачӗҫ хӗр ятне.
Пӗртен - пӗр экземпляр!
Тытса пырать вӑл этикет,
Экран ҫинче курар.
Энтузиаст. Тенеяльте
Эх, ҫук, теҫ, ун пекки!
Этемлӗх унӑн чунӗнче,
Хаклать ӑна Элти.
Эрне пуҫлать "Ыр кӑмӑлпа",
Эмель - унӑн сасси.
Ӗҫрен утать ҫут хунарпа,
Энерги пуҫ тулли!
Эпилог. Эпир эрни - эрнипех эртелленетпӗр. Эсир - ЭВМ, Энерджайзер!
Зоя Пурнӑҫ.
8.04.2024ҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 17