Предыдущая публикация
Эпир ҫак тӗнчере хӑналӑх,
Паян уяр, ыран шӑнтать.
Ан иксӗлтӗр чунри хӑватлӑх,
Ырӑ ӗҫрен ыр йӗр юлать.
Пӗр харӑс ҫӗр ҫынна юраймӑн,
Каҫар хур кӳнӗ юлташна.
Турӑ пилленипе пултарӑн
Чун - чӗререн ҫынна савма.
Ан пул эс путсӗр, хумханмасӑр
Эс тӑрӑшни ахаль иртмест.
Тӑс аллуна, кая юлмасӑр,
Ҫут ҫӑлтӑр вӑхӑтсӑр сӳнмест.
Уйӑх ташши эсӗ ташлатӑн,
Юратупа тӗнче тулсан.
Хӗвеле хирӗҫ эс васкатӑн,
Тусу ҫумра ертсе пырсан.
Телей пӗр чӑмӑрта вырнаҫтӑр,
Ан хӑй ална халь вӗҫертме.
Ӳпкев тӗтре пулса ҫухалтӑр,
Тутан ҫак пурнӑҫ сӗткенне.
Зоя Пурнӑҫ.
6.05.2024ҫ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2