Предыдущая публикация
Ҫиле хирӗҫ ман сас ӑнтӑлать,
Пур вӑйне вӑл пухса янӑрать.
Сассӑма ҫил ямасть малалла,
Кӑшкӑрни таврӑнать каялла.
Юрататӑп тесе калани -
Юратмастӑн - тесе илтӗнет.
Ӑҫтарах эс ҫӳренӗ хальччен?
Ӑҫта пултӑн эс хӑв? - илтӗнет.
Сив ҫилӗ вӗрет чарӑнмасӑр,
Мана ӗненмесӗр, пӗр шелсӗр
Татать сассӑма хӗрхенмесӗр.
Ҫиле хирӗҫ утас ҫурӑмпа,
Кӑшкӑрмасӑр хуллен калаҫас,
Чунпала пӑшӑлтатнӑ ман сас
Хӑватланӗ вӗри туйӑмпа.
13.05.24
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев