Предыдущая публикация
Хӑш кӗнекене тутанса пӑхас пулать, теприне ҫӑтса ярас пулать, анчах хӑшне-пӗрне ҫеҫ чӑмласа типтерлӗн шӑратса сыпмалла.
Ку кӗнекере вара ӑшӑмран шӑранса тухнӑ пӗрремӗш сӑввӑмсем вырнаҫрӗҫ...
Альбина Юрату аллинче "ҪУТӐР ҪӐЛТӐР ҪУМӐРӖ" кӗнеке. https://search.rsl.ru/ru/search#q=Владислав%20Кириллов-Апаш ✅️ Нумай пулмасть кӗнеке Раҫҫей патшалӑх библиотекине ҫитни паллӑ пулчӗ, унта 4 экземпляр.
***
Ҫӑлтӑр ӳкнӗ вӑхӑтра
Ҫутӑ ӗмӗт ҫуралтӑр,
Ҫунтӑр ҫӑлтӑр самантра,
Ялтӑр йӗр ҫеҫ хӑвартӑр.
Ҫутӑр ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ
Ҫу вӗҫленнӗ уйӑхра.
Ҫич ҫӑлтӑрлӑ алтӑрӗ
Ҫӗн уйӑхпа ташӑра.
Сарӑ хӗвел тухиччен,
Ирхи сывлӑм типиччен
Ҫиттӗр ӗмӗт ҫаврӑнса,
Шурӑмпуҫ пек ҫуталса.
14.05.24
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 5