Предыдущая публикация
Чӑвашра хӗрсем таҫта та пур :
Арӑм пултӑр - Елчӗкрен кӑна .
Эх, епле вӗсем пурте маттур !
Кӗрӳсем кунта - хаклӑ хӑна .
Арӑсем те - харсӑр та ӑста ,
Алла илнӗ ҫирӗп пурнӑҫа .
Паттӑрсем чи нумаййи ӑҫта ?
Ҫуратма пӗлеҫҫӗ савнӑҫа ,
Хурлансан та - яланах пӗрле ,
Ӑнланаҫҫӗ : вӑй вӑл - эртелре .
Кашниех кунта тӗрӗ тӗрлет ,
Ҫул памаҫҫӗ тӗрлӗ эсреле .
Тӗнчере хӗрарӑм - купипех ,
Арӑм пултӑр - анатран кӑна :
Ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ кунӗпех ,
Илемпе илеҫҫӗ тыткӑна .
ТӲПЕ ЮРККИ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 50