Чӑваш тӗнчене кайсан унӑн малалли пурнӑҫӗ мӗнле кайнӑ-ши?.. Ытларах пӗр йӗр ҫине кӑна тӑнӑ ҫав. Ҫав йӗр хулара пурӑнакан кашни чӑвашра сисӗнет, тӗл пулсанах пусма пуҫлать. Ҫын халерех кайнӑ пулсан, вӑл ялта чӑвашла сӑмахсемпе перкелешет - ха; вара 20 - 30 ҫул пурӑнсан - чӑваш сӑмахне кӗтсе ан тӑр, сирӗн умӑрта вырӑс дяди, е тёти... Мӗншӗн апла килсе тухнӑ - ха, мӗншӗн чӑваш ҫынни ют халӑх енне ҫаврӑнсах ӳкнӗ, ют халӑх ҫынниех пулса тӑнӑ?
Сӑлтавӗ ҫакӑнта - тӑр...Тӗнчери пурнӑҫ пирки чӑваш хушшине питӗ хитре мар калӑп (шаблон, матрица) кӗрсе тӗпленнӗ, сарӑлнӑ:
1) "Ялтан тухсан, виҫӗ утӑмранах чӑвашла калаҫма юрамасть..."
2)"Хула тени вӑл вырӑсӑн кӑна, вӑл пирӗн мар... "
3) "Поселӑк, хула вырӑс чӗлхи валли кӑна, унта чӑваш, ытти чӗлхе пулмалла мар. Унта вырӑсла кӑна калаҫмалла..."
4) "Хулара вырӑс пек, вырӑс пулса пурӑнмалла - чӑвашла пурӑнма ҫук, чӑвашла пурӑнма юрамасть..."
5) "Хулара нумай пурӑннӑ - тӑк, эпӗ чӑвашла маннӑ, ман пата чӑвашла калаҫса ан пырӑр, ан йӑлӑхтарӑр, эпӗ - "почти вырӑс"... "
6) Эпӗ хулара пурӑнса ватӑлнӑ пулсан, эпӗ - вырӑс, чӑвашран кайнӑ, мана вырӑс пулма вӑхӑт ҫитнӗ... Мана чӑваш чӗлхипе ан тарӑхтарӑр... "
Тата темтепӗр, сӳтӗлни, аташни, пӑтранни, хамӑра - хамӑр хӑратса тӑни.
Тӗрӗссипе, ҫакна пурне те йӗркеллӗ, ҫынла тума, йӗркелеме пулать - ПУЛ МӖНЛЕ ҪУРАЛНӐ ПЕК, ПУЛ ХӐВ ПЕК никамран хӑрамасӑр, никамран вӑтанмасӑр, никам ҫине пӑхмасӑр! Хуласем чӑвашӑн ӗлӗк пулнӑ, чӑваш та хулари пурнӑҫпа чӑваш пулсах пурӑннӑ, хула пурнӑҫӗ чӑваша ют мар, темле пӗлмен япала мар. Чӑваш пулсах хулара пурӑнма пулать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев