Мартӑн 26-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тата «Янташ» ушкӑн юбилей-концерта йыхравлаҫҫӗ. Пурне те 18 сехет ҫурӑна Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне чӗнеҫҫӗ.
Программӑра ҫӗнӗ юрӑсемпе пӗрле халӑхра анлӑ сарӑлнӑ ташӑсемпе шӳтсем пулӗҫ.
Кӑрлачӑн 27-мешӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тата «Янташ» ушкӑн ҫӗнӗ программӑпа пысӑк шоу-концерт ирттереҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Пурнете концерта пырса курма йыхравлаҫҫӗ.
ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухрӗ. Ҫак телекӑларӑма халалласа тата Литература ҫулталӑкне палӑртнӑ май раштавӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш филармони залӗнче пӗтӗмлетӳллӗ концерт пулӗ. Пысӑк шоу-концерта композитор кӗвӗленӗ юрӑсен сӑвӑ авторӗсем пухӑнӗҫ: Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова тата ыттисем. Концертра вӗсен сӑввисем ҫине хывнӑ юрӑсемпе Анатолийпе Надежда Никитинӑсем паллаштарӗҫ. Тата, паллах, «Янташ» ушкӑн та пулӗ.
Концерт 18:30 пуҫланӗ.
Телекӑларӑм ярӑмне пӗтӗмлетсе тата Константин Иванов ҫулталӑкӗпе Литература ҫулталӑкӗ вӗҫленнӗ ятпа Анатолийпе Надежда Никитинсем раштавӑн 23-мӗшӗнче ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ. У...