Сегодня, в день рождения Константина Иванова, артисты, работники культуры и чувашские писатели почтили память поэта, возложив цветы к его памятнику.
Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 134 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа артистсем, культурӑра тӑрӑшакансем, ҫыравҫӑсем унӑн палӑкӗ умӗнче митинг ирттерчӗҫ, паллӑ поэта асӑнса чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, вырӑссем калашле - не откладывая долгий ящик - Елчӗк ентешлӗхӗн правленийӗ иртнӗ шӑматкун ирттернӗ ентешлӗх уявне сӳтсе яврӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен уява аван йӗркеленине палӑртрӗҫ. Ентешлӗх пуҫлӑхӗ Юрий Карпов калашле, Елчӗк округӗн ертӳҫи Леонард Левый мероприятипе питӗ кӑмӑллӑ юлнине пӗлтернӗ, ытти хаклӑ хӑнасем те уява пысӑка хурса хакланӑ. Курма килнисем те кӑмӑллӑ кайнине нумайӑшӗ асӑрханӑ.
Анчах та пурте пӗлмен кӑлтӑксемсӗр пулмасть. Йӑнӑшсене вӑхӑтра асӑрхаса тепринче ун пек тӑвас мар тесе правлени пайташӗсем ҫитменлӗхсене тӗплӗн тишкерсе шӗкӗлчесе тухрӗҫ.
Кашни хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне уҫҫӑн пӗлтерчӗ.
Паллах, ырӑ самантсене те асӑнса хӑварчӗҫ.
Ӗҫлемен ҫын кӑна йӑ
Пӗрле пурӑннине мӗн ҫитет!
Чӑн та, пӗрле пуçтарăнса чуна уçса калаçни, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнни, малашнехи ырă та çутă тĕллевсене палăртнинчен пахи нимĕн те çук.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн анлӑ уявӗ кӗрлерӗ.
Фойере ал-ӗҫ ӑстисен куравӗсем ӗҫлерӗҫ. Ӗҫ вӑхӑчӗ пулсан та, Елчӗксем уява яланхиллех чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Кӑнтӑрла 11 сехетре уявӑн официаллӑ пайӗ пуҫланчӗ.
Малтанах Сӑваплӑ Турамӑшӗн Лащ-Таяпари чиркӗвӗн настоятелĕ Силуан атте уяв чипер ирсе кайтӑр тесе пиллерӗ.
Кӑҫалхи ентешлӗх праҫникне Раççейри çемье çулталăкне, Чăваш Республикинче Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Елчĕк Ен ентешлĕхне 30 - çул çитнине х